Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗ

Ӗнер ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Патӑрьел районӗнче пулнӑ, вӑл темиҫе фермер хуҫалӑхне ҫитсе курнӑ.

Фермерсенчен пӗри каланӑ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнче агропарк пулсан питӗ аван. Вӗсем хаваспах унӑн резиденчӗ пулӗччӗҫ. Олег Николаев ҫапла каланӑ: агропарк пулатех! Ӑна Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗнче тума пулӑртнӑ.

Олег Николаев малтан иккӗленнине пытарман: агропарка хула ҫывӑхнерех тумалла мар-и? Патӑрьел районӗнче пулсан вара иккӗленӳ сирӗлнӗ: кунта резидент пулас кӑмӑллисем те нумай.

Палӑртмалла: Юхма Пӑла тӑрӑхӗнче АПК тытӑмӗнче 16 проект пурнӑҫланать.

 

Республикӑра

Нумаях пулмасть вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсене саламланӑ, чи лайӑххисене чысланӑ.

Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева ҫынсем малтанах вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсенче, депутатсенчен, хула е район администрацийӗнчен пулӑшу ыйтнине палӑртнӑ.

Уявра вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ӗҫченсене саламланӑ. Ҫавӑн пекех республика шайӗнче иртнӗ конкурсра мала тухнисене чысланӑ. Муниципалитетри чи лайӑх ертӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кошкин тивӗҫнӗ. Чи лайӑх староста — Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнчи Владимир Никифоров. Чи лайӑх ял тӑрӑхӗ — Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=15637
 

Ял пурнӑҫӗ Уявра
Уявра

Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн халӑхӗ ҫурхи ӗҫсене вӗҫлесен йӑлана кӗнӗ «Акатуй — Сабантуй» уявне паллӑ тунӑ. Ыхраҫырми тата Чӑваш Ишекӗ ҫыннисем, хӑнасем лапама пухӑннӑ.

Малтанах уява пухӑннисене Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Краснов, Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альфрит Айбетов, Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, тутар ялӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри ассоциацийӗн председателӗ Решит Санзяпов тата ыттисем саламланӑ.

Яланхи пекех ҫак уявра ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ ҫынсене чысланӑ. Ял хуҫалӑх производствин ӗҫченӗсем, ял тӑрӑхӗнчи ытти тытӑмра вӑй хуракансем, хастар ҫынсем Хисеп хутне, Дипломсене, Тав ҫырӑвӗсене, парнесене тивӗҫнӗ.

Вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗ, Ыхраҫырми шкулӗн ташӗ ушкӑнӗ, Хусантан килнӗ артистсем «Акатуй — Сабантуй» уявне пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Уявра кашниех тӗрлӗ конкурса, вӑййа хутшӑнма, вӑй виҫме пултарнӑ. Кире пуканне йӑтасси, наци тата ирӗклӗ кӗрешӳсем каҫченех пынӑ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Нумай пулмасть Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялне кӗнӗ вырӑнта ҫул хӗррине юпа лартнӑ. Ӑна вырнаҫтарас шухӑшпа ҫурҫӗрте ӗҫлекен В.Т. Огурцов тухнӑ иккен — вӑлах укҫине уйӑрнӑ. Кӳлепене Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ касса хатӗрленӗ.

Юпана вырнаҫтарнӑ кун ӑна чаплӑ уяв туса уҫнӑ. Тӳре-шара та сахал мар пулнӑ — Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Валерий Краснов, Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альфрит Айбетов. Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Лев Кураковпа Владимир Карсаков та хутшӑннӑ. Шкул ачисемпе вырӑнти фольклор ушкӑнӗ пӗчӗк кӑна концерт лартса пачӗҫ.

Юпа тӑрринче алтӑр вырнаҫнӑ — ун ҫине вара Ишек тата яла никӗсленӗ ҫула — 1701 — ҫырса хунӑ. Шап та лӑп Шупашкар районӗнчи Ишек тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ те имӗш ҫак ял ҫыннисем ҫӗн ҫӗре. Ял ятне те ҫавӑнпа Ишек ят панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш Ишекӗ ятлӑ.

Сӑнсем: официаллӑ сайтран (24), Н. Плотников тунисем (7).

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Чӳк, 01

1896
129
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
95
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
95
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
92
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
67
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
13
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем